Патшалăх халăхĕ тĕн енĕпе питĕ хытă уйăрăлса тăрать. Пĕтĕм халăх йышĕнче 75-80% арабсем, 15% патнелле — курдсем, ыттисем — туркменсем, ассириецсем, тата ыттисем. Шиитсем (арабсем ытларах енĕпе) 60% шутланаççĕ, 37% — суннитсем (арабсен 20%, курдсен ытларахăшĕ). Саддам Хусейн вăхăтĕнче Иракри влаç суннитсем аллинче пулнă.